Шумерлинский муниципальный округ

Гимн Шумерлинского района

Çĕмĕрле районĕн гимнĕ

Сăвви Ю. Сементерĕн

Кĕвви Ю.Кудаковăн

 

Ирхине, кăнтăрла та çĕрле

Ÿсĕмпе çĕкленет Çĕмĕрле,

Уй-хирте, хулара та Ялта

Ĕç вĕрет ку енче авалтан.

 

Çĕмĕрле, Çĕмĕрле,

Эсĕ пирĕншĕн мăшăр çунат.

Çĕмĕрле, Çĕмĕрле,

Парнелетĕн чуна вăй-хăват.

 

Хутарсем, улхашсем, кăмашасем,

Вырăссем, мăкшăсем, чăвашсем

Пурăнатпăр пĕрле алран ал

Чĕрере туслăх панă халал.

 

Çĕмĕрле, Çĕмĕрле,

Эсĕ пирĕншĕн мăшăр çунат.

Çĕмĕрле, Çĕмĕрле,

Парнелетĕн чуна вăй-хăват.

 

Как волна неразлучна с волной

Дружат русский, чуваш и эрзя.

И с напевной душевной струной

К нам пожалуйте в гости, друзья!

 

Саватер, Юманай,

И Кумашка, Сенькас, Пояндай…

Молодей, расцветай

Трудовой Шумерлинский наш край!

 

Прикрепленные файлы

Гимн Шумерлинского района
Скачать
(mp3,   6,2 Mb)
Гимн Шумерлинского района-(оркестр без слов1куплет)
Скачать
(mp3,   1,78 Mb)
Гимн Шумерлинского района (чув1мин)
Скачать
(mp3,   2,44 Mb)