Шумерлинский муниципальный округ

Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем!

Юлашки вăхăтра И. Я. Яковлев çуралнă кунпа çыхăнтарса чăваш чĕлхи кунĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Хутар гимназийĕнче те апрелĕн 26- мĕшĕнче «Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем!» ятпа литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.

Шкул библиотекинче çак кун валли маларах ятарласа чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан кĕнекесен выставкине «Чăваш чĕлхи – ту пек тулли арча» йĕркеленĕ, И. Я. Яковлев, П. П. Хусанкай, М. Сироткин каланă ытарлă сăмахсене плакатсем çине çырса хунă. Уява 6,7 класс ачисем, вулакансем пуçтарăннă. Вĕсем нумай ĕмĕр аталаннă тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, чăваш çыру чĕлхин никĕсне хываканĕпе И. Я. Яковлев ĕçĕсемпе паллашнă, çепĕç чăваш юрри-сăввипе киленнĕ. Степанов И. Ф., гимназири чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенĕ, Патмар И. А. çырнă «Халăх мерченĕсем» кĕнекипе паллаштарчĕ.

Пирĕн чĕлхе тупмалли юмахсемпе, каларăшсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе пуян. Вĕсемсĕр пурнăç кичем. Ачасем хаваспах тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвепе савăнтарчĕç. Ачасем – пирĕн пуласлăх, апла пулсан чăваш халăхĕн, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур. Вăл пирĕн ачасенче!

 

 



29 апреля 2007
00:00
Поделиться