Шумерлинский муниципальный округ

Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

 Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,

Сана, ачам,пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

                  Яков Ухсай

 

Паян Саланчăк шкулĕнчи 6-мĕшпе 9-мĕш классем хушшинче «Чăваш чĕлхи—тăван чĕлхе» ятпа литература каçĕ иртрĕ. Литература каçĕн пĕрремĕш пайĕнче 9-мĕш классем «Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем» темăпа хатĕрленĕ презентаци ирттерчĕç. Ачасене Мизурова Ленăпа Яндуванова Лена ĕçĕсем питĕ килĕшрĕç.

Каçăн иккĕмĕш пайĕнче улттăмĕш классем литмонтаж вуларĕç. Литмонтажра чăваш чĕлхине халалланă сăвăсем, чăваш юррисем янăрарĕç.

Литкаçăн юлашки пайĕнче вăйăсем, тĕрлĕ конкурссем пулчĕç. Ачасем чăваш чĕлхине лайах пĕлнине кăтартрĕç. 45:48 шутпа улттăмĕш классен команди çĕнтерчĕ. Маттур, улттăмĕшсем! Ачасене литература каçĕ питĕ килĕшрĕ, пурте кăмăллă юлчĕç.

                                               



25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;