Шумерлинский муниципальный округ

Паянхи кун чăваш чĕлхи пĕтĕм тĕнчипе янăрать. Тайма пуç сана, Аслă вĕрентекенĕмĕр

Чĕмпĕрте чǎвашǎн ςĕнĕ ςырулǎхне никĕсленĕ Иван Яковлевич Яковлев 1868-мĕш ςулта шкул уςнǎ. Каярахпа вǎл ÿчреждени чǎваш тĕнчишĕн чǎн-чǎн культура центрĕ пулса тǎнǎ. Унта вара мĕн 1919-мĕш ςучченех ςĕр-ςĕр ял ачисем пĕлÿ пухнǎ, учитель профессине алла илессишĕн тǎрǎшнǎ, унсǎр пуςне хǎйсене пултарулǎх ĕςĕнче те тǎтǎшах туптанǎ. Калǎпǎр, ”Хыпар” хаςатǎн 19-мĕш кĕнекинче И.Я.Яковлевǎн “Чǎваш халǎхне панǎ халал” тĕнче умне тухнǎранпа 75 ςул ςитнĕ май кǎларнǎ. Халалсǎр пуςне кĕнекере Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнǎ ачасен ячĕсене асǎнса тухнǎ. Вĕсемсĕр пуςне, шкулта  вĕреннĕ, анчах тĕрлĕ сǎлтавсене пула вĕренĕве хǎварма тивнĕ хастарлǎ ςамрǎксам те сахал мар. Вĕсем те, кайран е экстерн йĕркипе экзамен парса, е урǎх вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренсе, тǎван халǎх культурине ÿстерессишĕн тǎрǎшакансем пулса тǎнǎ.

Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем хушшинче учительсем кǎна мар, халǎх хуςалǎхĕн тĕрлĕ ĕςĕнче тимлекенсем те нумай пулнǎ. Çакǎ И.Я.Яковлев хǎйĕн вĕренекенĕсене нумай енлĕ аталантарассишĕн хытǎ тǎрǎшнине уςςǎн палǎртать. Вĕсем  хушшинче эпир общество деятелĕсене те, писательсене те,композиторсене те,артистсене те, ǎслǎлǎх ςыннисене те, чĕлхеςĕсене те куратпǎр.

Çапла вара, Чĕмпĕр шкулĕнче чǎннипех чǎн-чǎн чǎваш ĕςченĕсене туптанǎ.

Паянхи кун чăваш чĕлхи пĕтĕм тĕнчипе янăрать. Тайма пуç сана, Аслă вĕрентекенĕмĕр.

Пирĕн вĕрентекенĕмĕр ĕçне малалла туса пымалла, тăван чĕлхене аталантармалла, тĕпчемелле, упрамалла.

 



25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;