Шумерлинский муниципальный округ

Чунра чылай çул «тĕлĕрнĕ» сăвă йĕркисем…

Чунра чылай çул  «тĕлĕрнĕ»  сăвă йĕркисем…

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан 91 çулхи  Ольга Архипова  чунĕнче чылай çул  канлĕн «тĕлĕрнĕ»   сăвă йĕркисем  пĕр кунхине çут тĕнче черченлĕхне  курас тесе  шур хут çине çырăннă. Çапла, çапла, тĕрĕсех ăнлантăн, вулаканăм, чунра «тĕлĕрнĕ»  сăвă йĕркисем… Ара, урăхла пулма та пултараймасть. Çавăн пек ăста та сăнарлă,  юханшыв пек шăнкăртатса юхакан  çаврăмсем çут çанталă памасан,  йăхра пултаруллă çынсем пулмасан хăйсемпе хăйсем  çуралмаççĕ. Вĕсем çумăр хыççăн кÿлле пухăнакан  таса çумăр тумламĕсем  евĕр чун савăтне ерипен кун-çул тăршшĕпе пуçтарăнаççĕ.  Çут çанталăк панă пултарулăх Ольга Архиповăна, ман шутпа,  мăн-мăн аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ  урлă   куçнах.

Ольга Архипова  хайланă сăвăсен тематики питĕ анлă. Мĕн анчах сăвăнтармасть, хумхантармасть иккен сăвăçа. Сăввисенчи чи ăшă та вĕри, черчен те ĕлккен  юратăвĕ -  ачисем,  кунтах  мăшăрне   хисеплени, унпа мăнаçланни, çавăн пекех пурнăç тутине ас тивнĕ ăшшĕпе амăшĕ,  пĕртăвансем,  ял-йыш   ал тупанĕ çинчи пек яр уçă. Вĕсен килĕнче хăналаннă чăвашсен  паллă та маттур  сăвăçисемпе ÿнерçисем  те пур кунта. Никифор Ваçанкка, Петр Сизов, Александр Артемьев тата ытисем те. Аслашшĕ-асламăшне, хуняшĕ-хунямăшне, ĕçтешĕсене  те тав тума манмасть вăл.

Калас пулать, кашни сăвăç «арчинчех» хăйне кун-çути парнеленĕ, пĕлÿ  парса вĕрентнĕ, ура çине çирĕп тăратнă тăван çĕршыва сума суса хайланă сăвă  пур. Ольга Архиповăн  та тăван ене сăвапласа шăрçаланă сăвă чылай. «Ентешĕмсем» сăвăри  икĕ  йĕркене илем: «Чăвашăн  килесси те каясси Йăлт курăнать хĕвеллĕ уçлăхран».  Çапла, тĕрĕсех асăрханă сăвăç, эпир чăвашсем, хĕвел ачисем. Çавна пулах тĕнчене тытса тăракан çут хĕвел те пирĕн халăхăн шăпине  уçлăх кĕнекинче ĕмĕрлĕх çырса пырать. Пур сăвăçа та çут çанталăк асамлă вăй парать.  Çавна пулах сăвăç тепри курманнине курать, тепри туйманнине туять, тепри калайманнине сăмахпа ытарласа-сăнарласа калать. Ольга Александровна та ав  çав кĕтретлĕхпе тулли: «Чунпа туятăп хам несĕлĕмсен Вун ĕмĕр витĕр тухнă ăшшине». Калас пулать, çак  ĕмĕрсем витĕр куçакан ăшша пурте туяймаççĕ, çăванпа та йăх-ăрупа çыхăну çухатаççĕ, тăван чĕлхене манса  сутаççĕ, йăла-йĕркене пăрахăçлаççĕ,  урăх халăхпа пĕрлешсе ун саккунĕпе пурăнса чăваш пулма пăрахаççĕ.

Ачасене шкулта  чăваш чĕлхи вĕрентсе тăван чĕлхепе  уйрăлми çыхăнса-тĕвĕленсе ларнă  Ольга Алексндровнăн  канăçсăр  чĕри çак йĕркесене çырмасăр епле чăттăр: «Çапла эп хам пурнăçăма Чăваш сăмахĕпе ирттертĕм. Ыр туртăма  сăвва хума Хушса тăрать мана чĕреçĕм». Чăваш халăхĕ  чăваш чĕлхине пула тытăнса тăрать, пурăнать, малалла утать. Çак асамлă чĕрĕ хĕлхем сÿнсен чăваш халăхĕн пуласлăхĕ  те шанăçсăр иккенне  чунĕпе туять чăваш чĕлхи вĕрентекен сăвăç.

Кĕнекере вăрçă тематики уйрăм вырăн йышăнать.  Ачалăхĕ шăп та лăп хаяр та усал вăрçă кунĕсене лекнĕ  Ольга Александровнăн. Тăван халăх тÿснĕ асапа  вăл  ял-йышĕпе, çемйипе   пĕрле тÿсет, чун-чĕри витĕр çав усал, хаяр   вăйа сивлесе, ылханса, çавах та  малашлăха ĕненсе чунне  хĕвелле    çутатса сăнарлать. Çакна «Днепр шывĕ çинче», «Тăван çĕршыв тав тăвать», «Днепр шывĕ», «Ҫӗнтерӳ» сăвăсенче куратăн.

Ачасем валли те сăнарлă çырма ятарлă мелсем шырать, çут çанталăк хăтлăхне, унăн пуянлăхне – чĕр чунсене, ÿсен тăрана, йывăçене, кайăк-кĕшĕке сăвă çырнă чух танлаштару пек усă курать. Вĕсем валли те  пуян та паха чăваш чĕлхин ăслăлăх  «хутаççинчен»   вырăнлă та кирлĕ сăмахсем туртса кăларть.

 «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххинче автор хăй  çырнă сăвăсемсĕр пуçне ăна хăйне чăваш сăвăçисем халалланисем те  чылай.   Юхма Мишши, Анатолий Кипеч, Юрий Сементер, Валери Туркай,  Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Пĕр чăнлăха çеç. Ольга Архипова чăваш ялĕпе кун-çулне çыхăнтарнă халăх пĕлекен тата юратакан  чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури  вĕрентекен ăстаçă пулнине  ăнлантарать. Çирĕплетсех калатăп, çакăн пек сумлăха  чун-чĕререн парăнса тăвакан ĕçшĕн çеç тивĕçме пулать.

«Çунатлан, чĕрем» кĕнекене Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. «Чун хĕлхемĕ» ум сăмаха Чăваш халăх çыравçи Юрий Сементер, «Куççа йăхĕн ырă тĕслĕхĕ» статьяна Чăваш Республикин  тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров хайланă.  Ăна Вера Архипова тата Максимилиан Севастьянов пухса хатĕрленĕ.

Кĕнекене пахаланă май эпĕ Ольга Александровнăна   тата нумай çул пире савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.  Çĕр çул урлă каçмалла пултăр. Çĕнĕ сăввисемпе пирĕн   чуна кĕтĕр. Эпир ачисене-тăванĕсене-вĕрентекенсене çул кăтартса пыракан пурнăç мĕнне чунпа ăнланнă, чăвашлăх ĕçĕнче  вăй-халне шеллемесĕр куç хупми тăрăшнă çыннăн   пархатарлă та сăваплă  ĕçне малалла тăсăпăр. Май пур таран ачамăрсене тăван халăха, анне чĕлхине, йăла-йĕркене  çак патвар  та хăватлă чăваш хĕрарăмĕ  пекех  юратма, хаклама, сума сума  вĕрентĕпĕр.

… Аллăмри «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххи   чăваш тĕнчине ирĕклĕн те çунаттисене вĕл! сарса вĕçсе кĕрессе пĕрре те иккĕленместĕп.

Альбина ЮРАТУ,

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ,

ЧР Журналистсен  союзĕн Николай Никольский ячĕллĕ  преми лауреачӗ

 



30 декабря 2020
15:22
Поделиться