Шумерлинский муниципальный округ

Турхан ял вулавăшěнче ěҫлекен Наталья Белова Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрăксен форумěнче хутшăнчě

Турхан ял вулавăшěнче ěҫлекен Наталья Белова Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрăксен форумěнче хутшăнчě

 Ака уйăхěн 15-мěшěнче, Шупашкар тăрăхěнчи Кěҫěн Сěнтěр Станьяль ялěнче Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрăксен форумě иртрě. Хастарсем хăйсен ертÿçипе Елена Порфирьевăпа конгресс ҫурчě умěнче пухăнса йěркеленсе çула тухса кайрěç. Ҫак хастарсем хушшинче Турхан ял вулавăшěнче ěҫлекен Наталья Белова та пулчě. Форум хăйěн маларах палăртнă ěç планěпе килěшÿллěн этнокомплексра иртре. Ертÿçи Сергей Лазаревич Сорокин пурне те таврапěлÿ музейěпе, унти экспонатсемпе паллаштарчě…Кун йěрки тăрăх форум ěçě «çавра сěтелпе» пуçланчě. Калаçу паянхи пурнăçра çамрăксен пěрлешěвěсен витěмě пирки пычě. «Чăваш халăхěн историйěпе культури» темăпа культурологи кандидачě, историк тата рунолог Владимир Алмантай сăмах каларě. ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов хай ертсе пыракан проекчěсемпе паллаштарчě. «Чăваш арчи» ăсталăх урокне Чăваш патшалăх университечěн вěренекенěсем Анастасия Сидорова тата Полина Васильева электронла майпа ирттерчěç. «Вокалпа» ăсталăх урокне Сергей Петровпа Георгий Смирнов пачěç. Юрăпа ташă ăстисем Елена Энжей, Сергей Петров, Алина Варна, Данила Зайцев, Лев Плотников, Георгий Смирнов тата ыттисем те илемлě юрăсемпе, ташăсемпе форума хутшăнакансене савăнтарчěç.



20 апреля 2022
11:33
Поделиться