Ачасен пуласлӑхӗ — аслисен аллинче
Шǎпах çак тема тавра калçрĕç те пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун Çĕмĕрле муниципалла округĕнчи Якуртушкǎнь ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ çавра сĕтеле хутшǎнакансем. Ǎна Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе Çĕмĕрле муниципаллǎ округĕнчи ЧНК уйрǎмĕн витĕмĕпе йĕркелесе ирттертĕмĕр.
Чǎваш наци конгресĕ ачасене пĕчĕкрен тǎван чĕлхене юратма, йǎла-йĕркене асра тытма, аслисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕрен конкурс-фестивальсем тата тĕлпулусем йĕркелет. Ун пĕлтерĕшĕ пысǎк. Çакна Якуртушкǎнь ялĕнче ирттернĕ «Ачасем – пирĕн пуласлǎх» уяв саманчĕ те çирĕплетрĕ. Чǎн чǎваш ялĕнче чǎваш чунлĕ ачасем ӳсни, юнашар шкулсенчен килнĕ ачасем те чǎваш тумне, ташши-юррине кǎмǎлларах пани чунра ырǎ туйǎмсем вǎратрĕ.
Шупашкартан килнĕ хǎнасене, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсене ку тǎрǎхри халǎх фольклор ушкǎнĕ»Шанчǎк» тǎван халǎх юрри – ташшисемпе, çǎкǎр-тǎварпа кĕтсе илчĕ. Сǎмах май, Людмила Григорьева ертсе пыракан ушкǎн районта кǎна мар, республикǎра тата ун тулашĕнче те халǎх юррисене ǎста юрлассипе
тата чǎваш хĕрарǎмĕн тумне типтерлĕ тǎхǎнассипе самаях ырǎ ята тивĕçнĕ.
Савǎнтарать, Çĕмĕрлесем кǎçал Чǎваш наци конгресĕн уйрǎмне ертсе пыма Андрей Александрович Мостайкина шаннǎччĕ. Виçĕ уйǎх кǎна иртрĕ пулин те ĕç-пуç ырǎ енне улшǎнни сисĕнет. Хǎй тавра хастар çынсене пĕрлештернĕ ертӳçĕн тĕллевĕсем пысǎк.
Андрей Александрович халĕ Çĕмĕрле районĕпе тата хулари чǎвашсен обществǎлла пĕрлешĕвне ертсе пырать. Вǎл Çĕмĕрле муниципалла округĕнче пуçлǎхǎн ялхуçалǎх енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимлет, обществǎлла ĕçе те çĕнĕ варкǎш кĕртрĕ. Якуртушкǎнь ялĕнчи ǎшǎ тĕлпулǎва та çӳллĕ шайра йĕркелеме пултарчĕ.
Ахальтен мар пĕрле ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысǎк теççĕ. Кунта пуçлǎхсемпе культура, вĕренӳ тытǎмĕнче вǎй хуркансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени куç кĕрет.
Ачасем çакна туяççĕ, вĕсен сǎн-питĕнче çиçекен йǎл-кулǎ та çакнах палǎртать.
Юманайри вǎтам шкулти ачасен «Çǎлтǎрчǎк» фольклор ушкǎнĕн пултаруллǎхĕ те хǎнасене тыткǎнларĕ. Ачасен уçǎ та илемлĕ сассисем, шǎнкǎртатса юхакан чǎваш юрри, çĕкленӳллĕ
ташши-вǎййисем пурне те килĕшрĕç. Ачасене вĕрентекенĕ Галина Малышкина хисепе тивĕç. Эпир ǎна пархатарлǎ ĕçшĕн ЧНК сертификатне парса чысларǎмǎр.
Ку тǎрǎхра чǎваш тĕррин вǎрттǎнлǎхне ǎша хывнǎ çынсем пурǎннине курса тĕлĕнтĕмĕр. Аслисем çак ĕçе хĕрачасене те вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Культура çурчĕн диекторĕ Надежда Кострова ятарлǎ кружок ертсе пырать, ачасем унта хаваспах çӳреççĕ. Вĕсем хǎйсен ǎсталǎхĕпе те паллаштарчĕç. Надежда Михайловна ал ĕçĕсен куравне тишкерчĕ, кунта — чǎваш халǎхĕн мул тĕнчин пуянлǎхĕ.
«Ачасем – пирĕн пуласлǎх» çавра сĕтел вулавǎшра иртрĕ. Ираида Николаевна Зологина библиотекарь ятарлǎ курав йĕркеленĕ, унпа туллин паллаштарчĕ.
Ҫĕмĕрле тǎрǎхĕнчи ялсенче нумай ачаллǎ çемьесем çук мар. Виççĕшĕ, тĕлпулǎва хутшǎнчĕç. Сǎмахран, Пĕренешри Яскейсен
çемьи ачисене тĕрлĕ енлĕ аталанма пур майсем те туса парать.
Туслǎ çемьере килĕшӳ хуçаланать. Ахальтенм мар, Хутар шкулĕнчи 10- мĕш класра вĕренекен Вениамин ывǎле спортпа та туслǎ, вĕренӳре малта пырать, Республикǎри ачасен прависене хӳтĕлекен шаннǎ çын çумĕнчи Обществǎлла канашĕн пайташĕ. Чǎвашла калаçакан маттур ача сǎвǎсем те çырать, пĕринпе пире те паллаштарчĕ. Çемьери хутшǎнусене чǎвашла йĕркелени вĕренӳре те пулǎшать , терĕ Вениамин. Эпĕ атте-анне чĕлхине юрататǎп, нихǎçан та манмǎп хам чǎваш пулнине тесе пĕлтерчĕ вǎл.
Йǎмǎкĕ Виктория та чǎвашла калаçать, спорта кǎмǎллать.
Асламǎшĕ те мǎнукĕсемпе чǎвашла пуплет.
Ялсенче интернационалла çемьесем пулни çĕнĕллĕх мар. Акǎ, Малиновка ялĕнчи Бельцовсем, амǎшĕ – казах халǎх хĕрĕ, ашшĕ – чǎваш, çемьере 5 ача кун çути курнǎ.
Хутарти Шепеленкосен, ашшĕ таджик, амǎшĕ – чǎваш.
Пĕтĕмлетсе каласан, ачасен пуласлǎхĕ – аслисенчен килет, чи малтан ашшĕ-амǎшĕнчен, асанне-асаттерен, вĕрентекенсенчен, ача пахчинче ĕçлекенсенчен тата ыттисенчен те. Ачасене тимлĕх уйǎрмаллах, вĕсе не пурнǎç çулĕ çине çирĕп тǎма витĕм кӳмеллех.
Ачасене чǎваш чĕлхине юратма, йǎла-йĕркене ǎша хывма пĕчĕкрен вĕрентмелле.
Шупашкартан килнĕ хǎнасем ачасемпе ǎсталǎх урокĕсем ирттерчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ертӳçи Антонина Андреева поэтǎн хайлавĕсене илемлĕ те янравлǎ вулама хǎнǎхтарчĕ; чǎваш халǎх поэчĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи сǎвǎ çырас ǎсталǎха туптама вĕрентрĕ; чǎваш халǎх поэчĕ, ЧР икусствǎсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР композиторĕсен Ассоциаци пайташĕ Светлана Асамат халǎх юррисене тĕрĕс юрлассипе паллаштарчĕ.
ЧНК президенчĕн хушǎвне пурнǎçласа, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева чи маттуррисене Хисеп Хучĕпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче Людмила Кадеева библиотекарь, Валентина Рафинова вĕрентекен, Вера Ануфриева вĕрентекен.