Шумерлинский муниципальный округ

ЮЛТАШЛА ТĔЛ ПУЛУ

Хоккей – вăйлисен спорчĕ. Çавăнпа ăна ытларах арçынсем юратаççĕ. Вырсарни кун Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсен хоккей командисем юлташла тĕл пулăва Турхан ялĕнче ирттерчĕç. Çĕмĕрлесем хăйсен кÿршисене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вăйă пуçламăшĕнче Элĕк командин хапхине шайба кĕчĕ. Çавах те Элĕксем хăраса ÿкмерĕç, вăййа майĕпен хăйсен аллине илчĕç, вĕсем çĕмĕрлесене 4:1 шутпа парăнтарма пултарчĕç.

Çакна каламалла: вăййа Çĕмĕрле район пуçлăхĕ В.Мурашкин та хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2009
00:00
Поделиться