Шумерлинский муниципальный округ

«Çĕмĕрлесен спортпа культура симфонийĕ»

Çак саманта ку тăрăхра пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ. Керменĕн никĕсне 4 - 5 çул каялла район хăйĕн вăйĕпе тума пуçăннă. Анчах ĕç малалла кайман. Республика ертÿçисем пулăшсан тин пуçарăва пурнăçа кĕртме май килнĕ.
Икĕ хутлă керменте ÿт-пĕве тата сывлăха çирĕплетмелли тĕрлĕ зал, информаци хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтерекен вулавăш тата ыттисем вырнаçнă. Ун çумĕнче - хоккей площадки.

Мероприятие ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов, республикăн Капиталлă строительство управленийĕн директорĕ Э.Аблякимов, район пуçлăхĕ В.Мурашкин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Çĕмĕрлесем» ентешлĕх председателĕ А.Щербаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки, Раççей Федерацийĕн спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Е.Николаева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Давалов, çак кермене тунă «Стройтрест-3» АУО генеральнăй директорĕ В. Семенов, муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

- Паянхи пулăм Чăваш Ене тата тĕреклĕрех, илемлĕрех те çирĕпрех пулма пулăшать. Хăтлă спорт керменĕсемпе культура учрежденийĕсене çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса вăйлă та тĕреклĕ пулччăр, экономикăна аталантарччăр тесе тăватпăр, - терĕ Н.Федоров Çĕмĕрлесене саламланă май.

Президент культурăпа спорт аталанăвĕнче ăнăçу сунса «Буран» юрçÿрев туянма сертификат пачĕ. Унтан Турхан ял тăрăхĕн командипе Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн хоккеисчĕсен юлташла тĕл пулăвне пуçлама пăр çине шайба пăрахрĕ.

Хăнасем культурăпа спорт керменĕнчи вулавăшпа, тренажерпа хореографи, спорт залĕсемпе паллашрĕç. Акт залĕнче республика Ертÿçи культура учрежденине çĕнĕ оборудовани, сцена çине тухмалли тумсем панине пĕлтерчĕ.

- Спортпа культурăна суйласа илни çынсен ăс-хакăл вăйне улăштарать. Çĕмĕрле çĕрĕ çинче çуралнă çĕнĕ проект - культурăпа спортăн хăйне евĕр симфонийĕ - аталаннă Чăваш Ен пуласлăхĕ. Малашне кашни спорт керменĕнчех культура компоненчĕсем пулĕç. Ку - кермен кăна мар, тăван ен юратăвĕн музейĕ те, несĕлсене хисепленин палли те. Вăл пире çитĕнÿсем тума, вăй-хăват хушма пулăшать, - терĕ Николай Федоров.



"Хыпар"
22 декабря 2009
00:00
Поделиться