Шумерлинский муниципальный округ

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн мулĕ, илемĕ

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн мулĕ, илемĕ

Раштав уйăхĕн 16–мĕшĕнче Шупашкар хулинчи филармони залĕнче чăваш тумне, тĕррине халалланă курав ĕçлерĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрьти вăтам шкулта ĕçлекенсем те куравпа паллашрĕç. Мана та унта пулни питĕ савăнтарчĕ.Тĕрĕ – халăхăмăр вăйĕ, унăн чапĕ… Кам, мĕнле асамçă, ăçти çĕрпе тÿпе хушшинче шухăшласа кăларнă–ши сана? Тăван эрешĕмĕр… Пĕлетĕп: эсĕ илемлĕх хăватне туйма пĕлекен, хăйĕн ÿнерне тĕнче шайне çĕклеме пултарнă халăхра çуралнă–çке. Халăхăмăра çутта кăлараканĕ, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне пуçарса яраканĕ И.Я. Яковлев пирĕн çĕр пин тĕрĕ пур, тенĕ.

Чăваш тĕрри … Сан çинчен эпĕ чуна уçса сăмах каласшăн, ăна паянхи куна, пуласлăха  парнелесшĕн. Тĕпчевçĕсем авалхи чăваш тĕрринче 32 тĕслĕ çĕвĕ тĕл пулнине палăртнă. Вĕсенче çырулăх пуррине  те пĕлетпĕр. Тавах Чăваш Ене – çĕр пин тĕрĕ çĕр–шывне – малалла чечеклентерекенсем авалхи асамлăха тавăракансем пур–ха. Вĕсен хушшинче Зинаида Ивановна Воронова мĕне тăрать! Вăл Елчĕк салинче (Елчĕк районĕ) кун çути курнă. Шкул хыççăн библиотекаре вĕреннĕ. Ун  хыççăн Мускав университетĕнчи хореографи уйрăмĕнчен, каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культурологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

 Зинаида Воронова хăй вăхăтĕнче  «Эревет» ансамбль валли, Ульяновск облаçĕнчи Кив Улхашри, Красноярскри, Краснодарти, Питĕрти, Мускаври, Эстонири фольклор коллективĕсем валли çипуç  çĕлеме вĕрентнĕ. Филармони залĕнче те пухăннисене Зинаида  Ивановна Воронова чăваш çипуçĕн историйĕ çинчен туллин каласа  пачĕ. Культура институчĕн студенчĕсем хăйсем çĕленĕ тумсемпе халăх умне тухса паллаштарчĕç. Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри,Элĕк, Шупашкар хулинчи  фольклор коллективĕсем хăйсен илемлĕ юрри – кĕввисемпе юрласа, ташласа савăнтарчĕç.  Кĕпе анатрисен, турисен хăйсен уйрăмлăхĕпе палăрнă. Çавсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ те Зинаида Ивановна Воронова.   Куракансене тухья, шÿлкеме, тевет тата ытти эрешсем те питĕ кăмăла кайрĕç. Çакăн пек  пысăк  курава 2007 çулта Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе пĕрремĕш йĕркеленĕ пулнă. Ун чухне ЧНК çумĕнче Халăх ăстисене пĕрлештерекен ассоциации йĕркеленĕ. Çавăнтанпа унăн ертÿçи – Зинаида Ивановна Воронова. 2011 çулта «Раççей çăл куçĕсем» фестивальте те пурне те савăнтарнă. Кăçал та вăл чаплă иртрĕ. Çавăн пекех  уйрăм профессионал – юрăçсем: Лариса Васильева, Валерий Клементьев, Клара Осокина тата ыттисем те хăйсен илемлĕ юррисемпе пурне те кăмăла кайрĕç.  СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина Петĕр Хусанкайăн «Тилли юррисем» сăвă ярăмне, «Хура чĕкеç» сăвва вулани уйрăмах пурне те тыткăнларĕ, нумайăшĕн куççуль те тухрĕ. Ăна халăх ура çине тăрса саламларĕ, хăйĕн юратнă артисткине сцена çинчен ярасшăн пулмарĕ. Малашне те Вера Кузьминична Кузьмина халăха çĕнĕ рольсемпе савăнтарасса шанатпăр. Çамрăк талантсем те ÿссех, вăйлансах пыччăр. Çапла пултăрччĕ.

Фоторепортаж



19 декабря 2013
16:17
Поделиться
;