Шумерлинский муниципальный округ

Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра тата витĕмлĕ вĕрентесси

 

Кăрлач уйăхĕн 16–мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче  хуласемпе районсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ.Пирĕн шкулта  вырăс ачисем те пулнă май семинара хутшăнма  эпĕ те тĕллев тытрăм. Семинара Чăваш Республикин иккĕмĕш класлă патшалăх канашçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Николаевич Краснов ертсе пычĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Фёдорович Угаслов  чăваш чĕлхи пуян, илемли çинчен – Чăваш Енри халăхсемпе конфессисен хушшинчи килĕшÿ, ăнлану – чи пĕлтерĕшли терĕ. Кунта пурăнакан кирек хăш халăх çынни те этнокультура тĕлĕшĕнчен аталанма, йăли–йĕркине, тăван чĕлхине упрама пултартăр тесе майсем тума тăрăшни çинчен каларĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова çĕнĕ кăларăмпа пичетленнĕ учебниксене пур шкула, кашни ачана валли çителĕклĕ таран тивĕçтерни пирки пĕлтерчĕ.

 Республикăри хаçат–журнал редакцийĕн генеральнăй директорĕ Алексей Петрович Леонтьев урока чăвашла сывлăх суннинчен пуçлама хушрĕ.Кашни ачан, учителĕн аллинче чăвшла хаçат, журнал пулмалла, вĕсене вуламалла, унсăрăн пĕлÿ шайĕ çÿллĕ шайра пуласси иккĕленÿллĕ терĕ. Эпĕ те чăвашла тухса тăракан кăларăмсене 1979–мĕш  çултанпа çырăнса илетĕп, кулленех вулатăп. Вĕсемпе уроксенче туллин усă куратăп, вĕренекенсене ĕçлеттеретĕп.

Чылай вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнчи опытпа паллаштарчĕ. Семинара пĕтĕмлетсе вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература, лаборатори кафедрин  пуçлăхĕ, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Михайлович Виноградов чылай вĕрентекенĕн докладне, презентацине ырларĕ, пичете сĕнчĕ. Кулленхи ĕçре  пурне те ырлăх–сывлăх сунчĕ.

 



23 января 2014
09:13
Поделиться
;