Шумерлинский муниципальный округ

Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!

Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!

 

ФОТОРЕПОРТАЖ

Хĕрлĕоктябьрти вăтам шкулта ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!» ятлă викторина иртрĕ. Викторина ыйтăвĕсем Иван Яковлевич Яковлев просветителĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн произведенийĕсем, чăваш халăх сăмахлăхĕ, поэтсем чăваш чĕлхине халалланă сăввисем тавра пулчĕ. 10 – мĕш класра вĕренекенсем ун çинчен туллин каласа пачĕç, презентаципе паллаштарчĕç.

Туванти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем  Мăн кун  уявне паллă турĕç.Чăвашсемшĕн те вăл чи çутă, таса, пысăк уяв шутланнă. «Калăм-каялла, мăн кун - малалла» - тенĕ  авалхи  çынсем.Мăн кун авалхи  чăваш календарĕнче  çулталăка  пуçласа  яракан  пĕрремĕш кун  пулнă. Мăн кун  историне  Петрова Л. Ф. вĕрентекен  ăнланмалла каласа пачĕ? Ачасем çак уява ĕлĕк мĕнле уявлани çинчен каларĕç, халăх юррисене аса илчĕç, Мăн кун çăмартисен куравнĕ те йĕркелерĕç. 

И. Н.  Ульянов ячĕллĕ Хутарти вĕтам шкулта ака уйĕхĕн 24 – мĕшĕнче шкул библиотекинче «Эпир чăваш йăхĕнчен» мероприяти иртрĕ. Унта чăваш поэчĕсен сăввисем, чăваш юррисем  янрарĕç. Вĕренекенсем «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» конкурса хутшăнчĕç. «И.Я. Яковлев тата Хутар шкулĕ» ятлă презентаципе, «Чăваш чĕлхи – ту пек тулли арча» кĕнеке выставкипе паллашрĕç.

Çавăн пекех çак эрнере 7 – мĕш класра вĕренекен Сидорова Дарьяпа Романова Наталья ĕçĕсем республика ирттерекен «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2014» конкурсра 1- мĕш вырăн йышăнни, 6-мĕш классра вĕренекен  Павлова Арина ĕçĕ 2 – мĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ.

Çĕмĕрлери вăтам шкулта  ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче  Краснова Л. Г. 5-мĕш классра вĕренекенсене Чăваш чĕлхи кунĕ çинчен, çак куна И. Я. Яковлевăн çуралнă кунне палăртса уявлани çинчен ăнлантарса пачĕ. Ачасем калавсемпе паллашрĕç, инсценировка йĕркелерĕç. Чăваш чĕлхи эрнине кĕçĕн классем те хастар хутшăнчĕç. Ачасем И. Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкерчĕксем ӳкерчĕç, викторинăра «Мĕнле калавран?» вăйăра хутшăнчĕç. Вĕренекенсем «Лаша шырани», «Эпĕ сехет çĕмĕрни», «Ыйткалакансем» калавсем тăрăх сценкăсем кăтартрĕç. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 7-мĕш класра «Чĕмпĕр шкулĕнче хĕр ачасене вĕрентни» темăпа мероприятии иртрĕ. Ачасем çак шкултан вĕренсе тухнă паллă чăваш хĕрарăмĕсемпе паллашрĕç.

Юманай вăтам шкулĕнче çак эрнере 7- мĕш класра «Кам пултаруллăрах? Кам тавçăруллăрах?» сăвă çыракансен конкурсĕ, «Эпир маттур ачасем» вăйă иртрĕ. 4-мĕш класра вĕренкенсем чăвашсен Мăнкун уявне ирттерчĕç, чăвашсен Сĕрен уяв йăли – йĕркипе ыттисене паллаштарчĕç. Ачасем классран класа çӳрерĕç, Сĕрен сăввисене каларĕç. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тасалăх, ăнăçу сунчĕç.



25 апреля 2014
09:27
Поделиться
;