Шумерлинский муниципальный округ

Чăваш чĕлхине вĕрентесси - патшалăх шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç

Чăваш чĕлхине вĕрентесси - патшалăх шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç

Чăваш чĕлхине вĕрентесси – патшалăх шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç. Тăван культурăн пуласлăхĕ кашни çын хăйĕн чĕлхе пуянлăхĕпе мĕнле усă курнинчен килет. «Наци ăнланăвне тăван чĕлхе урлă кăна аталантарма пулать»: - тесе шутлаççĕ Çĕмĕрле районĕнчи  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. Кирек мĕнле чĕлхе те унпа калаçакансем пулсан кăна пурăнать. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чăвашла калаçма пĕлмен чăваш ачисен шучĕ нумайланса пырать.  Ку    ыйту Çĕмĕрле районĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене те  кăсăклантарать.  Тăван чĕлхене упраса хăварасси, çамрăк ăрăва унпа интересленме мелсем тупасси -  хăйсен тĕп тĕллевĕ тесе шутлаççĕ вĕсем.

Нарăс уйĕхĕн 5-мĕшĕнче Çĕмĕрле вăтам шкулĕнче   чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнчи пултарулăх конкурсĕн районти  тапхăрĕ иртрĕ.Вĕрентекенсем «Паллаштару карточки» конкурс тапхăрĕсенче хăйсемпе паллаштарчĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулта вĕрентекен Фролова Н.Н. паллаштару сăмахĕсене çапла пуçларĕ:

«Чăваш чĕлхи шкулта эп вĕрентетĕп,

Пĕлӳлĕх тĕнчине ачасемпе утатăп,

Тăван чĕлхе пуянлăхне: янравлăхне туйма,

Ун çепĕç сăмахне чĕре юрри тума».

«Манăн педагогикăри тĕп шухăш» ятлă конкурс тапхăрĕнче вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕнче мĕнле тĕллевсене пурнăçланипе паллаштарчеç? «Кашни урокрах тăван халăхăмăрăн ырă та сăваплă йăли-йĕркине: пуян та иксĕлми сăмахлăхне аса илетпĕр. Чăваш ачи чăннипех те чăвашах пултăр тесе тăрăшатăп. «Тăван чĕлхерен хакли çук» текен шухăша кашни урокрах кашни ачан ăшне хывма тăрăшатăп» - каласа парать конкурса хутшăннă Юманай вăтам шкулĕнче ĕçлекен Григорьева З. А.

Конкурсăн 3-мĕш тапхăрĕнче вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерчĕç. Кунта конкурсантсем  урок тĕллевĕсене пурнăçлама   тĕрлерен çĕнĕлле методикăсепе усă курчĕç.   Уроксенче ачасем чăваш халăхĕн ваттисен сăмахĕсене вырăс тата акăлчан халăхĕсен ваттисен сăмахĕсемпе танлаштарчĕç: Митта Ваçлей, Стихван Шавли, Антип Николаев, Лидия Сарине, Валентина Элпи произведенийĕсем тăрăх ĕçлерĕç, хисеп ячесем çинчен аса илчĕç.

Жюри  конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене палăртрĕ. «Паллаштару каротчки» номинацинче чи маттурри И. Н. Ульянов ячĕллĕ Хутар вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Фролова Н. Н. пулчĕ.  «Педагогикăри тĕп шухăш» номинацире Юманай вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхи учителĕ Григорьева З.А.  чи лайăххи пулчĕ. «Чи лайăх урок» номинацире Туванти пĕтĕмĕшле  пĕлӳ паракан шкул вĕрентекенĕ Рафинова З.В. – çĕнтерӳçĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче - Юманай вăтам шкулĕн   вĕрентекенĕ Ефатерова Л. Н. тата Çĕмĕрлери вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Краснова Л.Г.  Пĕрремĕш вырăна тивĕçекенĕ – Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн чăваш чĕлхи учителĕ Албутова Н. М.  Надежда Михайловна 16 çул хушши шкул ачисене тăван чĕлхене юратма, чăваш халăх йăли-йĕркин, сăмахлăхĕн, литературин илемне туйма, упрама, хисеплме вĕрентет. Унăн вĕренекенĕ республикăри тăван ен культурипе ирттернĕ олимпиадăра иртнĕ вĕренӳ çулĕнче  çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Вĕрентекен хăй те тĕрлĕ шайра иртекен профессилле пултарулăх конкурсĕсенче хутшăнать. Надежда Михайловнăн ĕçри пултарулăхне  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнчи   конкурсĕнче  те тивĕçлĕ хак парасса шанса тăратпăр.

 



06 февраля 2015
16:28
Поделиться
;